Васильев Фёдор Семёнович — чӑваш композиторӗ, педагогӗ, общество ӗҫченӗ. РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1968), Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1960), К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1976). Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. СССР Композиторӗсен союзӗн членӗ (1953).
Пурнӑҫӗ
Вӑл 1920 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (хальхи вӑхӑтра Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялӗн пайӗ) Уҫӑпкасси ялӗнче ҫуралнӑ.
1940 ҫулта Чӑваш музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Ленинградри консерваторийӗн дирижёрпа хор факультетне вӗренме кӗнӗ, анчах чирленипе Шупашкара таврӑнма тивнӗ.
1942–1945 ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Демобилизациленнӗ хыҫҫӑн, 1946–1949 ҫулсенче Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче музыка пайӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ, театр спектаклӗсем валли музыка ҫырнӑ.
1954 ҫулта Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче А. С. Леманӑн композици класне вӗренсе пӗтернӗ.
1954 ҫултан Чӑваш музыка училищинчи преподавательте (1962–1967 ҫулсенче — директорта) ӗҫленӗ. 1970 ҫултан пуҫласа 1981 ҫулччен — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн музыкӑпа педагогика факультечӗн кафедра пуҫлӑхӗ, доценчӗ.
1977–1982 ҫулсенче Чӑваш АССР Композиторӗсен союзӗн правленийӗн председателӗнче тӑрӑшнӑ.
2000 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗнче Шупашкар хулинче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Шупашкарти 1-мӗш масарта пытарнӑ.
Пултарулӑхӗ
Ф. С. Васильевӑн пултарулӑхӗнче музыка театрӗ тата хор коллективӗсем валли ҫырнӑ хайлавсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Композитор чӑвашсен музыка фольклорӗпе анлӑ усӑ курнӑ, тӗрлӗ жанрлӑ хайлавсем — юрӑсенчен пуҫласа оперӑсемпе симфони картинисем таран — ҫырнӑ.
Оперӑсем
- «Шывармань» (премьера Чӑваш музыка театрӗнче 1960 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗнче пулнӑ, режиссёрӗ — Б. С. Марков). Опера Пӗрремӗш вырӑс революцийӗ умӗнхи чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне кӑтартса парать. Театрӑн яланхи репертуарне кӗнӗ.
- «Хамӑръял» (1962 ҫулта лартнӑ, режиссёрӗ — Б. С. Марков). Ку опера хальхи вӑхӑтри паттӑрсем пирки. Хайлавӑн хаклӑхӗ халӑх юррин йӑли-йӗркипе ҫырнӑ хор эпизочӗсенче (ҫӗнӗ ҫул ӗҫкинчи хор, хӑна юрри, хӗрсен ҫутӑ лирика хорӗ тата чӑваш хор музыкин чи лайӑх тӗслӗхӗсенчен пӗри шутланакан «Тӑван ҫӗршыв ҫинчен юрлакан юрӑ») палӑрать.
Балетсем
- «Сарпике» (1970 ҫул, либретто авторӗ — Е. Н. Никитин)
- «Арҫури» (1974 ҫул, хӑйӗн либретти)
Хор тата вокалпа симфони хайлавӗсем
- Музыка инструменчӗсемсӗр юрламалли хорсен ҫаврӑмӗ «Слакпуҫ юррисем» — чӑваш поэзи классикӗн К. В. Ивановӑн тӑван тӑрӑхӗнче композитор ҫырса илнӗ фольклора ҫӗнӗлӗхпе усӑ курса хайлани.
- Хор, солист тата симфони оркестрӗ валли ҫырнӑ «Фронт эскизӗсем» (А. И. Лукашин сӑввисем) — вырӑс интонаци материалӗ ҫинче.
- «Вӑрҫӑ симфонийӗ» (тӑватӑ пайран тӑрать, 1975 ҫул), Я. Г. Ухсайӑн сӑввисемпе усӑ курнӑ.
- «Самана», «Ленин Атӑл ҫинче» ораторисем.
- «Тӑван халӑха», «Пионер лагерӗнче» кантатӑсем.
- «Чӑваш Ен» вокалпа симфони поэми.
- «Айтар» симфони поэми.
- Симфони оркестрӗ валли ҫырнӑ тӑватӑ пайран тӑракан «Тӑван колхозра» сюита.
Юрӑсем
- Я. Г. Ухсай сӑввипе ҫырнӑ «Хӑюсӑр каччӑ» юрӑ — композиторӑн чи паллӑ хайлавӗсенчен пӗри.
- «Анаткасра» музыка камичӗ (1976).
Юрӑ ҫырас ӗҫре Ф. С. Васильев А. Е. Алган, К. В. Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Ю. С. Семендерӗн, А. С. Артемьевӑн сӑввисемпе анлӑ усӑ курнӑ. Композиторӑн 6 юрӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Вӑл тӗрлӗ инструмент валли ҫырнӑ пьесӑсен авторӗ.
Хисепӗсем
- РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1968);
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1960);
- К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1976);
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗ;
- II степеньлӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- СССР медалӗсем;
- ятне Чӑваш АССР Ӗҫ мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ (1970);
- Муркаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2011, вилнӗ хыҫҫӑн).
Астӑвӑм
- Ф. С. Васильев ячӗпе Муркашри ача-пӑча ӳнер шкулӗ хисепленет (2010).
- Шупашкарта вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине (Анисимов урамӗ, 8-мӗш ҫурт) асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.